Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.8 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шӗнер Ишек

Хӗсмет
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Шӗнер Ишек территори пайӗнче йӗкӗреше, пиччӗшӗпе шӑллӗне, салтака чӑваш йӑлипе ӑсатнӑ.

Ялти клубра салтаксен тӑванӗсем, тусӗсем пухӑннӑ. Ял-йыш унта Игорьпе Никита Каницовсене ҫара ӑсатнӑ. Йӑлапа килӗшӳллӗн, вӗсем пулас хӳтӗлевҫӗсене алшӑллисем ҫакса янӑ. Ку – пурнӑҫ символӗ, инкек-синкекрен сыхлать.

Кайран ҫамрӑксем урам тӑрӑх салтак юррисем юрласа утнӑ.

Аса илтерер: ҫуркуннехи призыв ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленет. Кӗрхи призыв вара юпан 1-мӗшӗнче пуҫланӗ те раштавӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18577
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнчи Шӗнер Ишек ялӗнче пулнӑ пушарта 54 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Инкек нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ҫамрӑксен урамӗнчи кил-хуҫалӑхӗнче ҫуллахи ҫуртра ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра кил хуҫи, 54-ри арҫын, унта пулнӑ. Шел те, вӑл урама тухайман, ҫавӑнтах вилнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пирус асӑрханмасӑр туртнӑ, ҫавӑнпа пушар тухнӑ.

 

Сывлӑх

Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче пӗр кунра 5 ФАП уҫӑлнӑччӗ. Вӑрнар районӗнче те пӗр кунра харӑсах 5 фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.

ФАПсем Шӗнер Ишек, Ҫӗньял Явӑш, Туҫи Ҫармӑс, Пӑваялӗнче, Кивӗ Мӗлӗш ялӗсенче уҫӑлнӑ.

Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Вӑрнар районӗнче 6 ФАП хута янӑ. Пӗлтӗр пиллӗкӗшӗ алӑкӗсене уҫнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне ҫӗнетес тӗллевпе Вӑрнар районӗ валли 221 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫал республикӑра 55 фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайнӑ.

 

Республикӑра
bash.news сайтри сӑн
bash.news сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнчи Шӗнер Ишек ялӗнче пурӑнакан Татьяна Краснова виҫӗмкун, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, килтен тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине никам та пӗлмест, ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Ку таранччен вӑл киле килсе курӑнман.

Татьяна Краснова 60 ҫулта. Килтен кайнӑ кун вӑл тӗттӗм кӑвак тӗслӗ фуфайка, ҫавӑн тӗслех джинс шӑлавар, кӑвак атӑ-дутик, калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.

Хӗрарӑм 164 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак. Татьяна Красновӑна курнӑ ҫынсене 8 (905) 343-50-33, 8 (800) 700-54-52 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60332
 

Шуля ялӗнчи клуба ҫулӑмран ҫӑлнӑ самант
Шуля ялӗнчи клуба ҫулӑмран ҫӑлнӑ самант

Паян Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шуля ялӗнчи клуб хыпса илнӗ. Инкек пирки пушарнӑйсем патне хыпар ирхи 8 сехет те 40 минутра ҫитнӗ. Вырӑнти культура учрежденийӗ 15 метр сарлакӑш, 30 метр тӑршшӗ йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ иккен.

Ҫулӑмпа кӗрешекенсем «хӗрлӗ автана» ытлашши алхасма ирӗк паман — вутра клуб ҫивиттийӗ ҫуннӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗрте 67 ҫын тӑрмашнӑ. Яваплӑ ҫак ӗҫе 25 техникӑна явӑҫтарнӑ.

Сӑмах май, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Шӗнер Ишек ял клубӗ ҫуннӑччӗ. Унта ҫулӑм ҫурҫӗр иртсен алхасма тытӑннӑ — усал хыпар пушарнӑйсен диспетчер службине ҫурҫӗр иртни 44 минутар ҫитнӗ. Ҫулӑмпа 4 единица техника кӗрешнӗ. Анчах ҫурта ҫӑлса хӑварма май килмен.

Ик тӗслӗхре те пушар сӑлтавне палӑртассипе специалистсем ӗҫлени пирки хыпарланӑччӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та